Патӑрьел районӗнчи тата тепӗр ялта клуб тӑвасшӑн. Ку ӗҫе нумаях пулмасть тытӑннӑ ӗнтӗ.
Клуба Тутар Сӑкӑт ялӗнче хӑпартаҫҫӗ. Унчченхи кивелнӗ иккен. Ҫавӑнпа та ял ҫыннисем тахҫанах ҫӗнӗ клуб пирки ӗмӗтленнӗ.
Ӗҫе нумаях пулмасть пуҫланине кура подряд организацийӗн васкавлӑн тимлеме тивӗ. Апла пулин те вӑл Тутар Сӑкӑтенче пурӑнакансем Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ клубра кӗтсе илессине шантарать-мӗн. Строительпе тунӑ килӗшӳре объекта кӑҫалхи раштавӑн 25-мӗшӗнче хута ямаллине палӑртнӑ.
150 вырӑнлӑх культура учрежденине хӑпартма тӗрлӗ хыснаран 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӑл шутран пысӑк пайӗ, 14 миллион тенки, — республика хыснинчен. Районти бюджетра 750 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Юлашки ҫулсене илсен, клубсене Ыхра Ҫырминче тата Пайкилтре хӑпартса лартнӑ. Унсӑр пуҫне тепӗр ҫӗртисене юсаса ҫӗнетнӗ.
Тӗнче литературинче сумлӑ ят хӑварнӑ чӑваш халӑх поэчӗ Петр Хусанкай ҫуралнӑранпа паян 110 ҫул ҫитрӗ.
«Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗ «Тантӑш» хаҫатпа пӗрле вилӗмсӗр поэта чысласа ирттернӗ «Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай — 110 ҫул!» пултарулӑх ӑмӑртӑвне Патӑрьел районӗнчи Ыхра Ҫырми шкулӗнче вӗренекенсем те хутшӑннӑ. Поэтӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ 10 ыйту ҫине хуравланӑ, тӗпчевлӗ те шыравлӑ ӗҫленӗ. Ӗҫсене «Тантӑш» хаҫата ярса панӑ. Пурте Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ.
Шкулти «Хунав» кружок членӗсем шкул коридорӗнче «Петӗр Хусанкай — чӑваш поэзийӗн Улӑпӗ» стенд ӑсталанӑ. Вулавӑшра сумлӑ юбилярӑн кӗнекесен куравне йӗркеленӗ. Унта сӑвӑсен конкурсне те ирттерме палӑртнӑ.
Пукрава юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче уявланине пирӗнтен пурте пӗлет ӗнтӗ. «Кӗрхи пысӑк уявсенчен пӗрин историйӗ 910 ҫулпа ҫыхӑннӑ. Иерусалимри чиркӳре кӗлӗ пынӑ чухне Андрей ятлӑ ҫул ҫӳревҫӗ, килсӗр чухӑнскер тата ун вӗренекенӗ Епифаний тӳпере Турӑ Амӑшне курнӑ. Вӑл Турра чунтан ӗненсе кӗл тӑвакансене шурӑ пысӑк чатӑрпа витнӗ, хӳтте илнӗ. Ҫавӑнтанпа ӗненекенсем Турӑ Амӑшне хӳтлӗхе илме йӑлӑнса кӗлӗ тума тытӑннӑ», — ҫапла ӑнлантарса панӑ Патӑрьел районӗнчи Ыхра Ҫырми ялӗнчи шкул ачисене.
Уява чӑваш хисепленӗ, тулли кӗрекере паллӑ тунӑ. Кукӑль пӗҫернӗ чухне: «Пукрав ӑшши хупатӑп» , — каласа кӑтартнӑ 5-мӗш класс ачисене урокра. С.П. Кулакова вӗрентекен уяв ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ, пукрав юррине итлеттернӗ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Пӗтӗм чӑвашсен диктанчӗ» акци иртрӗ. Кӑҫалхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут йӗркеленчӗ.
Патӑрьел районӗн администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт управленийӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе вӗренекенсем те «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2016» акцине хутшӑннӑ.
Вӑтам тата пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкулсенчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем ертсе пынипе районта пурӗ 635-ӗн, вӑл йышра вӗрентекенсем 14, 6–11-мӗш классенче вӗренекенсем ҫырнӑ. «Пиллӗк» паллӑ илнисем кӑҫалхи ҫул 204 пулнӑ. «Тӑваттӑ» палла 239-ӑн, «Виҫҫӗ» палла 179-ӑн тивӗҫнӗ. Пӗлтӗр ҫак акцине 543 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен «Пиллӗк» илнисем 169-ӑн пулнӑ.
Патӑрьелӗнчи 2-мӗш вӑтам шкулта пурӗ 104 ҫын чӑвашла диктант ҫырма кӑмӑл тунӑ. Ҫавӑн пекех Сӑкӑт вӑтам шкулӗнче 65-ӗн ҫырнӑ (ертӳҫӗ — Надежда Кудряшова), Ыхра Ҫырми вӑтам шкулӗнче — 63-ӗн (ертӳҫӗ — Светлана Кулакова, Аслӑ Арапуҫ вӑтам шкулӗнче — 57-ӗн (ертӳҫӗ — Алевтина Селиванова), Пӑлапуҫ Пашьел вӑтам шкулӗнче — 53 (ертӳҫӗ — Светлана Никитина).
Чӑваш наци конгресӗ, «Хыпар», «Тантӑш» хаҫатсем сумлӑ чӑваш ҫыравҫи Куҫма Турхан ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине чысласа «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» роман тӑрӑх авӑн-чỹк уйӑхӗсенче «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» роман — иртнӗ кун ҫути хайлавӗ» ятпа викторина ирттернӗ.
Ӑмӑртӑва 70-е яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Патӑрьел районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе ачасем те пулнӑ. Нӑрваш Шӑхальти Н. Павлова, Ишлӗ Шетмӗри Л. Владимирова, Сӑкӑтри Е. Анюрова, Турханти В. Самарина, Л. Осипова, Ыхра Ҫырмари С. Кулакова, Пашьелти С. Никитина вӗрентекенсем, ҫавӑн пекех Пашьелти Д. Иванова, Ишлӗри М. Артемьева, Сӑкӑтри А. Анюрова вӗренекенсем пулнӑ. Вӗсем пур ыйтӑва та тӗплӗн хуравласа Хисеп хучӗсене тата парнесене тивӗҫнӗ.
Вӗсем Куҫма Турханӑн 3 кӗнекерен тӑракан романне ҫине тӑрса тӗплӗн вуласа тухнине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫак уйӑхӑн 7–11-мӗш кунӗсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Ӑслӑлӑх эрни» иртнӗ. Палӑртнӑ кунсенче студентсемпе шкул ачисем 49-мӗш ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине пуҫтарӑннӑ. Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, 9–11-мӗш классенче пӗлӳ пухакан шкул ачисем "Ӑслӑлӑхри пӗрремӗш утӑмсем" секцие пуҫтарӑннӑ. Пурӗ 13 секци ӗҫленӗ.
Унта Чӑваш Енри вӗренекенсемпе пӗрлех Удмурт, Мари, Пушкӑрт республикисенчен килнӗ студентсем хутшӑннӑ. Халӑх йӑли-йӗркине, чӗлхепе культурӑна аталантарас, литературӑна тӗпчес ыйтусене хускатнӑ ҫамрӑк ӑсчахсем.
Асӑннӑ конференцире Патӑрьел районӗнчен пӗртен пӗр вӗренекен, Ыхра Ҫырми вӑтам шкулӗнчи Светлана Максимова хутшӑннӑ. «Чӗлхе. Истори. Култура» секцие хутшӑнса вӑл пӗрремӗш вырӑна тухма пултарнӑ.
Светлана 9-мӗш класра пӗлӳ пухать, вӗренӳ отличници. Тӗрлӗ конкурс-фестивале хастар хутшӑнать, яланах малти вырӑнсене йышӑнать. Ӑна Светлана Кулакова вӗрентекен пулӑшса пырать.
Шупашкарта нарӑсӑн 11-мӗшӗнче чӑваш чӗлхипе литературипе олимпиада иртнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Патӑрьел районӗнчи ачасем те унта хастар хутшӑннӑ. 9–11-мӗш классенче вӗренекен пурӗ 10 ача хӑй пӗлӗвне тӗрӗсленӗ.
Вырӑс шкулӗн программипе вӗренекенсенчен Патӑрьелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш вӑтам шкулта 9-мӗш класра вӗренекен Данил Гаврилов тата Ольга Туктанова (вӗрентекенӗ — Н.А. Путякова) 48 вӗренекен хушшинче призерсен йышне кӗме пултарнӑ.
Чӑваш шкулӗн программипе вӗренекенсенчен Ыхра Ҫырминчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти 11–мӗш класри Анжелика Портнова — 2-мӗш вырӑнта (вӗрентекенӗ — Светлана Пантелеймоновна Кулакова); Нӑрваш Шӑхальти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 11-мӗш класра вӗренекен Ольга Митрофанова — 3-мӗш (вӗрентекенӗ — Нина Ивановна Павлова).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |